Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе литература эрнине уçрăмăр. Эрнене уçнă май 5 класс ачисем сăвăсем вуларĕç. 6 классем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕн уйрăм тапхăрĕсене аса илчĕç. 8 класс ачисем Юхма Мишши çырнă «Шарал» кĕнекери уйрăм сыпăксене вуласа тишкерчĕç. Эрне маллалла пырать.