Обороннăпа массăллă ĕç уйăхлăхне хутшăнса

    Нарăс уйăхĕ иртсе кайрĕ.  Енĕш – Нăрвашри кĕçĕн класра вĕренекен  ачасемшĕн вара çак вăхăт  нумайлăха асра юлĕ. Вĕсем обороннăпа массăллă ĕç уйăхлăхне хастар хутшăнчĕç.  Çак уйăхлăх вăхăтĕнче 1-4 класра вĕренекенсем йĕлтĕрпе ăмăртса чупрĕç, шашкăлла выляса чи маттуррисене палăртрĕç, «Хаваслă стартсем», хĕллехи спартакиада, «Пулас салтаксем» вăййисене те хаваспах хутшăнчĕç. Кашни класс ялти историкăпа – мемориал музейĕнче пулчĕ. Музей директорĕ, Петров В.В., кĕçĕннисене кăçал Хĕрлĕ Çара йĕркеленĕренпе 100 çул çитни çинчен,  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем çинчен,  ялти вăрçă паттăрĕсем çинчен те тĕплĕн каласа пачĕ. Сăмах май каласан, Петров В.В. хăй те  çар тивĕçĕсене Германире пурнăçланă. Воин – ветеранăн медалĕсем ачасене питĕ кăсăклантарчĕç. Владимир Васильевич ачасене  хăйĕн çар çулĕсем çинчен, спортпа мĕн пĕчĕкрен туслă пулнипе çарта  пысăк çитĕнÿсем тума пултарни çинчен каласа кăтартрĕ.    Ачасем воин – ветерана уяв ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре пысăх çитĕнÿсем тума сунчĕç.