Яланах янра, чăваш чĕлхи!

    Чăваш çырулăхне пуçараканĕ тата çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич  Яковлев çуралнăранпа паян, ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче, 169 çул çитрĕ. Çакăн пекех çак кун эпир чăваш чĕлхи кунне те уявлатпăр. Çавна май 1 –мĕш класра уçă урок иртрĕ. Урок тĕллевĕ: ĕмĕрсем хушшинче аталанса пынă чăваш чĕлхи пуянлăхĕпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарасси.

    Чи малтанах  вĕрентекен ачасемпе калаçу ирттерчĕ, «И.Я.Яковлев – чăваш çырулăхне пуçараканĕ» презентаци тăрăх аслă Вĕрентекенĕмĕр   кун – çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

 1 – мĕш класс ачисем Иван Яковлевич Яковлев чăваш алфавитне йĕркелени çинчен тата чăваш ачисем валли букварь çырни çинчен пĕлчĕç. Чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулнă май, вăл чăваш тата ытти халăх шкулĕсене уçма пулăшнă. Енĕш – Нăрваш ялĕнче шкул тума та Яковлев 9 хут килсе кайнă. Халĕ çак çуртра республикипех паллă музей вырнаçнă.

    Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче çапла  çырса хăварнă: «Туссем, тăванăмсем, ытарайми чăваш çыннисем! Мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕпех чунăмпа, чĕремпе çунса пурăнтăм сирĕншĕн. Ан манăр, астуса тăрар çакна! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан, халăх кăмăлĕ сирĕн алăра пулĕ!» Вĕрентекен ачасене  Яковлев халалĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ, чăваш чĕлхине юратса вĕренмелли çинчен аса илтерчĕ.

   Чăваш чĕлхи кунне халаланă урокра ачасем уйрăмшарăн сăвăсем вуларĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Чи маттуррисем Сергеева Милена, Владимиров Павел тата Ахметов Егор пулчĕç.