Янра, чăваш сăмахĕ!

     Çак ятпа шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта вĕренекенсем кашни класранах хутшăнчĕç, вĕсем хăйсем суйласа илнĕ сăвăсене питĕ тăрăшса вуларĕç. Тĕрлĕ çырывçăсен сăввисем янăрарĕç конкурсра. Жюри членĕсем сăвă вулакансен ăсталăхне икĕ ушкăна пайласа хак пачĕç: 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче чи маттуррисем çаксем пулчĕç: 1-мĕш вырăна Шутова Александра тухрĕ, 2-мĕшне – Григорьева Александра, 3-мĕшне – Софронова Вероникăпа Федорова Олеся. 8-10 классем хушшинче вара – 1-мĕш вырăна Иванов Кузьма çĕнсе илчĕ, 2-мĕшне – Семенова Галина, 3-мĕшне – Григорьева Ирина.

    Лазарева Анастасийăпа Шутов Алексей сăввисене çав тери ăста вулама пултарнипе палăрчĕç.