Эпир –Яковлев мăнукĕсем.

Ака уйăхĕн 13 мĕшĕнче 5 класра «Эпир- Яковлев мăнукĕсем» уçă урок иртрĕ. Урокра ачасем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне тĕплĕн тишкерчĕç. Малтанах «Укĕт» хайлава вуласа сÿтсе яврĕç. И.Я.Яковлев каласа хăварнă сăмахсем паянхи кун та  пурнăçра чи кирлĕ сăмахсем. Урокра ачасем И.Я.Яковлев çырнă хайлавсене вуларĕç, хайлаври сăнарсене хак пачĕç. Урок вĕçĕнче вăйă иртрĕ. Ачасем  Яковлев хайлавĕсене аван пĕлни палăрчĕ.