Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Ăна вĕренекенсем кашни çулах чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттереççĕ. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче вĕренекенсем пĕрремĕш класран пуçласа 10–мĕшне çитичченех И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне тепĕр хут тишкерсе тухрĕç, презентацисемпе паллашрĕç.

    Тепĕр кунне, ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче, 6-7 класра вĕренекенсем хушшинче «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс пулса иртрĕ. Çак ăмăртура вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. 6 класра вĕренекенсенчен ытларах балл пухса малти вырăна Лукина София, Софронова Вероника, Григорьева Инесса тухрĕ, 7 класра вĕренекенсенчен вара – Игнатьева Арина, Михайлов Никита, ЛазареваАнастасия пулчĕç.