Харпăр хăй ачине мĕнле пăхса ÿстерес тесе ашшĕ-амăшĕ яланах шухăщлать, çак ыйту вĕсене пĕр самантлăха та канăç памасть. Ача-пăчана йĕркеллĕ пăхса ÿстерес ĕçре тĕрлĕ майпа, тĕрлĕ меслетсемпе усă курма тăрăшас пулать. Çав меслетсенчен час-часах тĕл пулаканнисем вĕсем – ĕçре хавхалантарса пырасси тата, кирлех пулсан, наказани парасси. Уйрăмах çав меслетсем ашшĕ-амăшне харпăр хăй ачине тĕрĕс вĕрентсе ÿстерме пулăшакан чи эффективлă мелсем шутланаççĕ. Мухтани, хавхалантарса пыни ачан кăмăлне çĕклентерет, унăн вара ĕçлес, тăрăшас килет. Çав вăхăтрах тата ятлани те ăна малашне лайăх мар, путсĕр ĕçсем тăвасран тытса чарать, ашкăнма, иртĕхме пăрахтарать.
Ачана мĕнле хавхалантармалли çинчен сăмах хускатăпăр. Чи малтанах çакна палăртмалла: ку меслетпе пур чухне те усă курма юрамасть. Унпа тĕрĕс усă курма пĕлменни ачана пăхса ÿстерес ĕçре сиен кÿме те пултарать.
Ачасене хăçан тата мĕншĕн хавхалантарма юрать-ха?
Ача лайăх вĕренет, пур ĕçе те тăрăшса туса пырать пулсан ăна ырлама е пĕр-пĕр парне пама юрать. Анчах та мухтиччен е парнеличчен ача ĕçĕн результатне кăна мар, ăна тума мĕн чухлĕ вăй-хал пĕтернине, хăй пултарнă таран тăрăшнине те, мĕн чухлĕ вăхăт тăрмашнине те шута илмелле. Ачана ĕçре е вĕренÿре кил-йышра тĕрлĕ майпа хавхалантарма пулать: сăмахпа мухтаса та, пĕр-пĕр парне илсе парса та.
Сăмахпа мухтанă чухне тĕрлĕрен калама пулать: «питĕ аван турăн», «малашне те çавăн пекех тăрăшса вĕрен», «пит маттур-çке эсĕ» т. ыт. те.
Хăвăр савăннине палăртса ăшшăн кулса ун çине ырласа пăхни, çурăмĕнчен лăпкаса, пуçран ачашласа илни ачана эсир ун вĕренĕвĕпе е ĕçĕпе кăмăллă пулни нимрен те ытларах ĕнентерет. Сăмахпа ырлани, тав туни хавхалантармалли лайăх мелсенчен пĕри шутланать.
Ачана хавхалантармалли иккĕмĕш мел вăл – парне илсе парасси. Ку мелпе питĕ пĕлсе, асăрханса усă курмалла. Унпа пĕлмесĕр усă курни вара пысăк йăнăшсем патне илсе çитерме пултарать, çавна пулах тепĕр чухне пĕчĕк ачасем çеç мар, çитĕнисем те путсĕр, киревсĕр ĕçсем тума пултараççĕ. Ку меслетпе час-часах, виçесĕр усă курни ачасене тĕрĕс пăхса ÿстерме пулăшмасть. Паллах, пирĕн ачасем хăйсене ашшĕ-амăшĕ юратнине, вĕсемшĕн тăрăшнине хальхи вăхăтра питĕ лайăх пĕлсе тăраççĕ. Анчах та вĕсем хăйсене юратнине ашшĕ-амăшĕ туянса панă хаклă йышши парнесемпе те, укçа хисепĕпе кăна ан виçчĕр. Сăнанинчен çакă курăнать: малтан вĕсем хаклă парнешĕн савăнаççĕ, каярахпа вара çине-çинех парнесем пани вĕсене иртĕхтерсе ярать, мăн кăмăлланса каяççĕ, ашшĕ-амăшне итлеми те пулаççĕ. Пĕчĕкрех парне лексен кÿренме те пăхаççĕ.
Ачасене кил-йышра вĕрентсе ÿстернĕ чух хавхалантарса пымалли çинчен калаçу хускатнă май, ку ĕçре укçа парса хавхалантарас меслетпе усă курма юраманни çинчен те асăнса хăварас килет. Çак меслетпе усă курни сиенлĕ пулнине пĕле тăркачах хăш-пĕр çемьере ăна çав-çавах тивĕçлипе хакламаççĕ-ха, «ача тата укçа» ыйтăвне тĕрĕс татса параймаççĕ.
Ачасен кĕсьере укçа чиксе çÿреме юрать-и? Юрать пулсан, мĕн чухлĕ? Юрать тейĕпĕр. Анчах ачана укçа чиксе çÿреме ирĕк париччен унпа малтан калаçу ирттермелле. Ашшĕ-амăшĕсен харпăр хăй ачине укçана хаклама, хисеплеме, унпа перекетлĕ усă курма вĕрентмелле. Тен, хăшĕ-пĕриншĕн ку ниме тăман шухăш пек туйăнĕ, анчах та ачана йĕркеллĕ ÿстерес тесен асăннă тĕллеве ашшĕ-амăшĕн çине тăрса пурнăçламалла. Укçа-тенкĕн чăн-чăн хакне вăй хурса ĕçлесен кăна пĕлме пулать.
Ачасене хавхалантармалли мелсен шутне психологсем çемьере кун йĕркине епле пăхăнса пурăннине те кÿртеççĕ. Тĕслĕхрен, çирĕпленнĕ йĕркерен пĕр-икĕ сехет каярах çывăрма выртни, юлташа çĕр выртмаллах чĕнни, телефонпа ытларах калаçма ирĕк пани те çавсен шутнех кĕреççĕ. Кĕскен каласан, ачан кăмăлне савăнăç кÿрекен пулăмсем пурте хавхалантару мелĕсем пулма пултараççĕ, çавăнпа ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене ытларах мĕн интереслентернине, мĕн кирлине, мĕне ĕмĕтленнине витĕр пĕлсе тăмалла.
Ачасене ĕçре тата вĕренÿре пĕлсе хавхалантарса пыни чи эффективлă мел шутланать терĕмĕр пулсан та, çапах та хавхалантарни витĕмлĕ, витерÿллĕ, ĕçлеттерме пултаракан, хастарлăха хăпартакан пултăр тесен çакăн пек сĕнÿсене шута илни вырăнлă.
· Хавхалантарни кашнинех хайне тивĕçлĕ çеç пулмалла (строго индивидуальный)
· Хавхалантарасси ача кăмăлĕпе е вăл мĕн ыйтнипе пĕр килмелле мар
· Хавхалантарăва ача тивĕçлĕ пулсан ăна пурнăçламалла
· Ача хăйне тыткалассипе çыхăннă тĕлĕшпе тунă пĕчĕк улшăнушăн та хавхалантармалла
· Тепĕр-тепĕр чухне, тен, хавхалантарма васкамасан та юрать
· Хавхалантарнине пурнăçламалла
Практика кăтартса панă тăрăх, хăш-пĕр кил-йышра ачасене хавхалантарма питех тăрăшмаççĕ, ытларах айăплама пăхаççĕ. Ачасем айăпа кĕрсен ашшĕ-амăшĕсен мĕн-мĕн тумалла? Çемье педагогики вĕрентнĕ тăрăх, ачан пĕр айăпне те асăрхамасăр е курмăш пулса ирттерсе яма юрамасть. Вĕсене тĕрлĕрен майпа айăплама юрать. Анчах та айăпламалли меслетсемпе те пĕлсе усă курмалла. Айăпне кура тивĕçлĕ наказани ачан кăмăл-шухăшне, характерне çирĕплетме пулăшать, ответлăхне ÿстерет, хăй умне лартнă тĕллеве çине тăрса пурнăçлама, хăйне-хăй хисеплеме, астаракан-илĕртекен ĕçсенчен пăрăнма е вĕсенчен хăтăлма вĕрентет.
«Айăпласси вăл – питĕ йывăр ĕç, çавăнпа айăпласа мерăсем йышăнаканăн çав тери сăпайлă, тимлĕ пулмалла», - тенĕ А.С. Макаренко педагог.
Кил-йышра пăхса ÿстернĕ чух мĕнле наказани пама юрать-ха ачана? Мĕнле майпа айăпламаллине палăртнă чух ачан уйрăмлăхĕсене, вăл мĕнпе интересленнине, унăн чун-чĕри туртăмĕсене шута илмелле. Кашни хутĕнчех урăхларах, çĕнĕллерех, чи юрăхлă майпа айăплама тăрăшмалла.
Ашшĕ-амăшĕсем усă куракан айăплав мелĕсене 5 ушкăна уйăрма пулать.
· Привилигисĕр (уйрăм правăсăр) тăрса юлни. Ку айăпламалли мелсенчен чи тухăçли шутланать. Ача хăйне хушнине пурнăçламаншăн е мĕнле те пулин айăпа кĕнĕшĕн привилигисĕр, хăйне килĕшекен ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Тĕслĕхрен, сирĕн ывăл е хĕр ачăр киле палăртнă вăхăтра таврăнмарĕ пулсан, (калăпăр 10 сехетре таврăнас вырăнне 30 минут кая юлса килнĕ) тепĕр кунне çавăн чухлĕ (10 сехет çитиччен 30 минут) маларах таврăнма тивет. Айăпламалли чи тухăçлă мел шутланать пулин те çакăн пек условисене асра тытмалла:
1. Айăпа кĕнĕ ачана привилигисĕр хăварни питĕ кирлĕ.
2. Ку мел тата та витĕмлĕрех пулма пултарать , енчен те эсир пĕр вăхăтрах ачан поведенийĕнчи улшăнусемшĕн хавхалантарса пырсан.
3. Асăрхануллă пулăр: «5» паллăшăн укçан ан хавхалантарăр.
· Ачасене хăйсем килĕштерекен е кăмăллакан ĕçсене тума чарни те витĕмлĕ наказани шутланать. Кун пек меле тайм-аут теççĕ. Çак мелпе айăплама ачан мĕнле пулин юратнă заняти пулмалла, анчах ăна çав ĕçе тума ирĕк памалла мар. Асăннă мелпе усă курнă чухне те хăш-пĕр условисене шута илме тивет.
1. Мĕншĕн айăпланнине тÿрех палăртмалла.
2. Пĕр хутĕнче асăрхаттарса е хăвăр ун ĕçне кăмăлламаннине палăртса хăвармалла. Виççĕмĕш хут асăрхаттарсан мĕнсĕр те пулин тăрса юлма пултарасса систермелле.Ун пек чухне вара ача хăйне мĕн чухлĕ вăхăт хушши юратнă ĕçĕсĕр тăратса хăварма пултарнине пĕлет, тайм-аутран тухас тесен мĕн тумаллине ăнланать. Тĕслĕхрен, «Эсĕ мана кутăнлашса тавлашса тăмасăрах килте виçĕ кун пулăшса тăрсан шăматкун япаласем туянма каятпăр», - теме пулать.
· Хавхалантармасăр хăварни – тепĕр мел. Çемьере хавхалантарас мелпе вырăнлă тата час-часах усă кураççĕ пулсан ача хăйне ашшĕ-амăшĕ мĕн хушнине пурнăçламаншăн парнесĕр тăрса юлма пултарать. Ку та айăплани шутне кĕрет.
· Вербальные наказания. Ачана кăшкăрса вăрçни, тем тепĕр каласа хăртни, ÿпкелени, ÿкĕтлени – чи тухăçсăр мел шутланать. Ачасем кун пеккине хăлхана та чикмеççĕ.
· Вăйпа хăратса айăплани – пиллĕкмĕш мел. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене хытă тытса, айăпа кĕнĕшĕн час-часах патак çитерсе ăслă, йĕркеллĕ тăвасшăн. Ку вара ашшĕ-амăшĕсен чи пысăк йăнăшĕ. Хĕнесе ăса кĕртме тăрăшни яланах сиенлĕ: хĕнесе ÿстернĕ ачасем икĕ питленме, суйма, чееленме пăхаççĕ, аслисене мĕнле те пулин юрама тăрăшаççĕ, хаяр чун-чĕреллĕ пулаççĕ.
Çапах та кил-йышра ачасене мĕнле пăхса ÿстермелли çинчен калакан педагогика айăпламалли меслетпе мĕнле усă курас тĕлĕшпе çакăн пек сĕнÿсем парать. Наказани пани усăллă пултăр тесен çаксене шута илмелле:
1. Пĕр йышши айăпламалли мерăпа çине-çинех усă курма юрамасть –ăна улăштарсах тăмалла.
2. Ачана хăйне йĕркесĕр тытнăшăн кăна айăплама кирлĕ мар, ăна мĕнле те пулсан юрăхсăр ĕç тусан кăна наказани памалла.
3. Айăпа кĕнĕ пулсан тÿрех наказани памалла.
4. Пĕр харăсах тĕрлĕ наказанипе те усă курма юрать.
5. Чун тулашнă чух ачаран вăл мĕншĕн ун пек хăтланнине ыйтса пĕлмесĕр, ашкăнасси мĕнпе çыхăннине, унччен мĕн пулнине шута илмесĕр айăплама пачах юрамасть.
6. Айăпа кĕнĕшĕн наказани панă чухне сапăрлăхăра ан çухатăр, хĕрсе кайса йĕркерен ан тухăр.
7. Яланах, кирек мĕнле лару-тăрура та ача та çын пулнине ан манăр.
Астăвăр: наказанин усси пуррипе çукки çийĕнчех палăрмасть. Ачасене йĕркеллĕ пăхса ÿстерес ĕçре тĕрлĕрен мелсемпе куллен , пĕлсе усă курсан çеç çак ĕçĕн пархатарĕ курăнакан пулать. Çавăнпа та ачана çемьере пăхса ÿстернĕ чух наказани памалла пулсан, айăпличчен çак кăтартусене аса илсе вĕсене пăхăнма, пурнăçлама тăрăшмалла.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, ачасене вĕренÿре тата ĕçре хавхалантарса пынипе наказани пани чи витĕмлĕ мелсем терĕмĕр. Ача çирĕпленсе пынă май хăйĕн кун-çулне , шăпине суйласа илет. Хăех суйласа илет. Мĕнле çул суйласа илет: хавхалантарнине е айăпланине. Питĕ ир , хăй ăнланмасăрах суйласа илет. Ку вара – чи кирли. Çапла майпа ача хăй сисмесĕрех хăйĕн хăтланăвĕсемпе, хăйне хавхалантарнипе наказани панисемпе хăй характерне çирĕплетсе пырас ĕçре пĕрремĕш утăмсем тăвать. Ашшĕ-амăшĕсем вара ачана хавхалантарса пырса е айăпласа унăн характерне çирĕплетеççĕ. Этем шăпи, нумай чухне, характер мĕнле çирĕпленнинчен килет.
Ачăрсене йĕркеллĕ пăхса ÿстерме сире ăнăçу сунатăп.