Чăваш чĕлхи кунне уявлани

     Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă уяв. Ҫак кун, ҫурхи илемлĕ вăхăтра, Тутар Республикине кĕрекен Кăнна Кушкинче чăвашсене ҫутта тухма пулăшнă И.Я.Яковлев ҫут тĕнчене килнĕ. Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 ҫулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăннă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн шăпах И.Я.Яковлев ҫуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Нимĕн тĕлĕнмелли те ҫук: ҫĕр чăмăрĕ ҫинче пурăнакан кашни чăвашшăнах вăл – чăн-чăн уяв. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та пысăк уяв – фольклор уявĕ иртрĕ. Ăна И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 165 ҫул тата Енĕш Нăрваш ялне никĕсленĕренпе 450 ҫул ҫитнине халалларăмăр. Уява салам сăмахĕ каласа шкул директорĕ Степанова Г.Ф. уҫрĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Лазарева Татьяна истори учителĕ ертсе пынипе «И.Я.Яковлевăн тăван халăхне вырăс халăхĕпе пĕрлештерес ĕҫри тÿпи» темăпа хатĕрленĕ тĕпчев ĕҫĕпе тата мультимедиа презентацийĕпе паллаштарчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шутова З.П. Аслă Патриархăмăр Нăрвашсемшĕн уйрăмах ҫывăх та хаклă ҫын пулнине палăртса хăварчĕ, И.Я.Яковлевăн ялта шкул уҫас ĕҫри йывăр та пархтарлă тÿпине тишкерсе тухрĕ. Енĕш Нăрвашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă ятлă-сумлă ентешсен шăпипе паллаштарнине те кăсăклансах итлесе ларчĕҫ уява пухăннисем. Шаралăмăр чăвашлăх уйне халăха ҫутта кăларас тесе акнă пĕрчĕсем аван шăтса тухса калчисем паркаланса ÿсни, вĕсем паян кун та хăйсен тухăҫĕпе савăнтарнине палăртма питех те кăмăллă пулнине асăнса хăварчĕ учительница. Юлашкинчен пĕтĕмлетсе ҫапла каларĕ: «И.Я.Яковлев пек хастар чĕреллĕ, чăваш халăхĕшĕн ҫунакан ырă кăмăллă ҫын тупăнни пире паянхи шая ҫĕкленме май пачĕ.Тавах уншăн Патриархăмăра».

      Ялти историпе мемориал музейĕн директорĕ те вĕренекенсемпе вĕрентекенсене , курма килнĕ ашшĕ-амăшĕсене ҫак паллă уявпа саламламасăр чăтаймарĕ. Вĕсем куракансем умне «И.Я.Яковлев шкула килни» сценкăпа тухрĕҫ.

     Уява малалла шкулта вĕренекенсем тăсрĕҫ. Сцена ҫине чăваш халăхĕн авалхи ҫи-пуҫне тăхăннă шкул ачисем  (1-мĕш класран пуҫласа 11-мĕшсем  таран) пĕрин хыҫҫăн тепри тухма пуҫларĕҫ. Вĕсем чăвашсен авалхи йăли-йĕркине выляса кăтартмашкăн ҫине тăрса хатĕрленнĕ , пурте чунне парса та хавхаланса вылярĕҫ. Пуҫламăш классенче вĕренекенсем хатĕрленĕ «Ача-пăча сăмахлăхне» (1кл.), «Ача-пăча вăййисене» (2кл.), «Ҫамрăксен вăййине» (3кл.), «Выртмара» (4кл.) куракансем ҫав тери ăшшăн йышăнчĕҫ, пĕчĕкскерсем хавхаланса вылянине киленсе пăхса ларчĕҫ.

    5- мĕш класра вĕренекенсем сцена ҫине «Сурхури» уявне паллă тума тухрĕҫ, авалхи кĕреке юррисене юрласа савăнтарчĕҫ. «Кĕр сăри» уявне выляса кăтартни те тĕлĕнтерчĕ куракансене. Улттăмĕш классем уявра юрлакан юрăсене ашшĕ-амăшĕсем халиччен илтмен те иккен. «Турă саккунĕн урокĕ»,   7-мĕш класра вĕренекенсем тухрĕҫ унпа сцена ҫине, авалхи шкулсенче уроксем турă сакунне вĕренме тытăннинчен пуҫланнине кăтартса пачĕ. Кунта вара урок ирттерекен пачăшкă рольне Федоров Геннадий питĕ ĕненмелле выляма пултарнипе палăрчĕ. Варук инке килне улах ларма саккăрмĕшсем пуҫтарăнчĕҫ. Хĕллехи вăрăм каҫсенче вăхăта хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ вăйă-кулăпа хаваслă ирттернĕ иккен. Залра салтак юрри янраса кайсан куракансем куҫҫульленмесĕр чăтаймарĕҫ. 9-мĕш класра вĕренекенсем чăвашсем авал ят тухнă ҫамрăка салтака епле ăсатнипе паллаштарни пурин кăмăлне те хумхантарчĕ. Юлашкинчен сцена ҫине 10-11классем карталанса акăшсем евĕр шуса тухрĕҫ. Ҫуллахи тÿлек те лăпкă ăшă каҫсенче ҫамрăксем вăййа пуҫтарăннă, ĕҫрен пушă вăхăта юрă-ташăпа ,вăйă-кулăпа ирттернĕ. Ҫапла, вĕренекенсем тăрăшнипе, авалхи чăвашсен йăли-йĕрки куракансен куҫĕ умне ал тупанĕ ҫинчи пек яр уҫҫăн тухса тăчĕ. Ачасен пултарулăхне малтан пуҫласа вĕҫне ҫитиччен хумханса та савăнса  пăхса ларнă ял ҫыннисем вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ăшшăн тав туса саланчĕҫ.

ФОТОРЕПОРТАЖ