И.Я.Яковлев тата Енĕш Нăрваш шкулĕ
(Коференцире тухса калани)
Чăваш халăхне ҫутта кăларакан чаплă педагог И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 165 ҫул ҫитет. Чăвашра ун ҫинчен пĕлмен ҫын ҫук та пуль.
И.Я.Яковлев педагогикăри тĕрлĕ теорисемпе ҫул-йĕре лайăх пĕлсе тăнă. Педагогика наукин ҫитĕнĕвĕсем ҫине таянса вăл вырăс мар халăхсене ҫутта кăлармалли система туса хунă, ăна малалла аталантарса пынă. Чи малтанах вăл икĕ чĕлхепе вĕрентекен наци шкулĕнче пуҫламăш пĕлÿ памалли теори хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн 1-2 классенче пур предмета та тăван чĕлхепе вĕрентеҫҫĕ, 1-мĕш класăн иккĕмĕш ҫур ҫулĕнчен вырăс чĕлхине вĕрентме тытăнаҫҫĕ .
И.Я.Яковлев педагогикин тепĕр пайĕ – шкулсем валли учительсем хатĕрлесси. Вĕрентÿ ĕҫĕнче ял хуҫалăх никĕсĕн тĕрлĕ отраслĕсемпе ремесласене алла илесси тĕп предмет пулнă.
И.Я.Яковлев педагогикин виҫҫĕмĕш пайĕ - ҫитĕннисене хутла вĕрентесси.
Патриархăмăрăн пурнăҫĕпе ĕҫĕ-хĕлĕ питех те нумай енлĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вăл тăрăшнипе тата пулăшнипе чăваш литератури ҫуралса тĕрекленнĕ, наци музыкин, ÿнерлĕх , театр искусствисен калчисем шăтса паркаланнă.
Мана хамăр ялти – Енĕш Нăрвашри халăха вĕрентес ĕҫпе культура аталанăвĕн историйĕ И.Я.Яковлев ячĕпе ҫыхăннине палăртма питех те кăмăллă. И.Я.Яковлев 1879 ҫултан пуҫласа пирĕн яла 12 хутчен килсе кайнă. Пĕрремĕш хут вăл кунта 1879 ҫулхи юпа уйăхĕн 12- мĕшĕнче, хăй Хусан вĕрентÿ округĕнчи халăх училищисен инспекторĕнче ĕҫленĕ май, ялти ҫынсен пухăвне шкул тума пĕр теҫеттин ҫĕр уйăрса пама ыйтма килнĕ. Ял халăхĕ вăл ыйтнине тивĕҫтернĕ. Ҫав кунтан пуҫласа И.Я.Яковлев Енĕш Нăрвашра шкул тăвас ыйтăва тата унран халăха ҫутта кăларас ĕҫ министерствин вак халăхсен пĕр класлă, ун хыҫҫăн икĕ класлă училище туса хурас ыйтăва пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрса тимленĕ. Ҫапла нумайччен тăрăшнă хыҫҫăн Иван Яковлевича, шкул ҫурчĕ пулмасан та, вак халăхсен пĕр класлă училищине 1882 ҫулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче уҫма ирĕк панă, тата ҫулталăкне 260 тенкĕ укҫа уйăрттарса пама тÿр килнĕ. 1882 ҫулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăлах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă М.Т.Тимофеева Енĕш Нăрвашра ҫĕнĕрен уҫăлакан вак халăхсен пĕр класлă училищине ĕҫлеме ҫирĕплетнĕ. 1887 ҫ. пулас шкулăн проекчĕпе сметине палăртнă, ҫав пректа Яковлев пăхса тухнă, хĕрлĕ чернилпа тÿрлетнĕ. Смета тăрăх шкул тума 3 пин те 809 тенкĕ те 60 пус кирлĕ пулнă. Шкула 1901ҫ. тума пуҫланă.
Ваттисем каланă тăрăх, И.Я.Яковлев пирĕн яла тăтăшах килсе ҫÿренĕ.
1903 ҫ. Енĕш Нăрвашри шкула хута яраҫҫĕ, ăна уҫма вара Иван Яковлевич хăй килсе ҫитнĕ. Чăваш халăх художникĕ П.М. Меркурьев каярах ҫак саманта хăйĕн «И.Я.Яковлев шкула килни» картиинче сăнласа панă. Картина ялти истрипе мемориал музейĕнче упранать.
Ялта шкул уҫнипе кăна ҫырлахман Иван Яковлевич, вăл унăн ĕҫне тĕрĕслесех тăнă, ҫулталăк вĕҫĕнче ачасене вĕрентсе кăларнă чухне тыттаракан экзаменсене йышăнма хутшăннă, учительсене тĕрлĕ пулăшу панă, вĕрентÿ ĕҫне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланнă. Чи лайăх вĕренекенсене Чĕмпĕрти учительсен шкулне вĕренме пыма чĕнсе хăварнă. Çапла майпа хăй вăхăтĕнче Енĕш Нăрвашран вĕренсе тухнисенчен 25-шĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе ăс пухнă. Çак шкула пĕтернисенчен тата учитель ятне чи пирвай илнисенчен пĕри М.Т.Тимофеев пулнă. Вăл Иван Яковлевича ҫывăх пĕлнĕ. И.Я.Яковлев М.Т.Тимофеевпа туслă пулнăран Нăрваш шкулне юман сĕтелпе шкаф тата класс доски парнеленĕ. Вĕсем паян кун та музейре упранаҫҫĕ.
М.Т.Тимофеева халăха вĕрентес ĕҫри пысăк ҫитĕнĕвĕсемшĕн 1887 ҫ. Александр хăйăвĕ ҫинчи кĕмĕл медальпе наградăланă.
М.Тимофеевăн аслă хĕрĕ те – Анастасия Моисеевна , ашшĕ пекех, шкулта пĕр улшăнми 27 ҫул ĕҫленĕ. Тепĕр хĕрĕ – Серафима Моисеевна та Енĕш Нăрваш шкулĕнчех вăй хунă. Вĕсен ҫемйинчи педагогсен ĕҫ стажĕ пĕрле хушсан 220 ҫулпа танлашать, вĕсенчен 76 ҫулне М.Тимофеевпа унăн ачисем Енĕш Нăрваш ҫыннисене ҫутта кăларас ĕҫе панă. Ял-йыш паян кун та ку ҫемьене ырăпа асăнать.
Енĕш Нăрваш шкулĕнче 1871-1917 ҫҫ. пурĕ 642 ача вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Унта Нăрвашсемпе пĕрлех таврари 30 яхăн ялтан ачасем ăс пухма ҫÿренĕ.
Шкул хăй вĕрентсе кăларнă ҫыннисемпе чапа тухнă. Вĕсем хушшинче профессорсем, ҫар офицерĕсем, художниксем, артистсем, ҫыравҫăсем, спорт мастерĕсем т. ыт. те пур. Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă Самуиловсен ҫемйнче 3 профссор ÿссе ҫитĕннĕ:
1. Феофан Дмитриевич Самуилов - биологи наукисен докторĕ, Хусанти ял хуҫалăх институтĕнче ботаника кафедрин ертÿҫи
2. Яков Дмитриевич Самуилов – хими наукисен докторĕ, Хусанти ял хуҫалăх институтĕнче ĕҫленĕ
3. Виталий Дмитриевич Самуилов – биологи наукисен докторĕ, Мускаври М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетри декан ҫумĕ.
4. С.А.Артемьев – истори наукисен докторĕ, Мускаври университетра ĕҫленĕ.
5. И.А.Алексеев – профессор, Шупашкарти ял хуҫалăх акдемийĕнче ĕҫлет.
6. И.А.Дмитриев – Харьковри ҫул-йĕр автомобилĕсен институтĕнче ĕҫлет
7. Н.Г.Иванов – Мускаври Фрунзе ячĕпе хисепленкен ҫар академийĕн преподавателĕ, полковник, ҫар техникисен кандидачĕ
8. М.Г.Иванов – полковник, наука кандидачĕ, Чулхулари аслă пĕлÿ паракан милиции шкулĕн Шупашкарти филиалĕнче ĕҫленĕ.
9. Б.Г.Миронов – профессор, физикăпа математика наукисен докторĕ. И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен ЧГПУ ректорĕ.
10. С.Н.Адрианов – академик, ял хуҫалăх наукисен докторĕ.
11. В.Ю.Арестова – доцент, биологи наукисен кандидачĕ.
12. И.Ю.Арестова – доцент, педагогика наукисен кандидачĕ.
13. В.П.Павлов – медицина наукисен кандидачĕ т. ыт. те. Пурне те каласа та пĕтереес ҫук.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе ҫутта тухнă паллă ҫынсем те нумай Нăрвашра . Сăмахран, С.М.Максимовпа Т.П.Парамонов – композиторсем, Д.Д.Данилов – Мускаври Луначарский ячĕпе хисепленекен театр институчĕн Чăваш студийĕн ертÿҫи, искусствовед, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, ЧАССР искусствисен тава тивĕҫлĕ деятелĕ, Н.И.Ванеркке – Чăваш кĕнеке издательствин ĕҫченĕ, «Хресчен букварĕ» кĕнеке авторĕ , А.И.Токсина – «Ěҫ хĕрарăмĕ» журнал редакторĕ, юрăҫă, Чăваш АССР искусствисен тава тивĕҫлĕ деятелĕ, В.И.Иварбеев – ЧАССР ҫутĕҫ комиссарĕн заместителĕ, республикăн тава тивĕҫлĕ учителĕ т. ыт. те.
1939 ҫ.Енĕш Нăрвашра вăтам пĕлÿ паракан шкул ĕҫлет.
1942 ҫ. вăтам шкул пĕрремĕш кăларăм парать, унтан пурĕ 32 ҫамрăк вĕренсе тухать.
Пĕтĕмлетсе ҫакна каласа хăварас килет. И.Я.Яковлев чăвашлăх уйне халăхăмăра ҫутта кăларас тесе акса хăварнă пĕрчĕсем аван шăтса тухнă, паян кун та вĕсем лайăх тухăҫпа савăнтараҫҫĕ. Иван Яковлевич пек хастар чĕреллĕ, чăваш халăхĕшĕн ҫунакан ырă чĕреллĕ ҫын тупăнни пире паянхи шая ҫĕкленме май пачĕ. Тавах уншăн хисеплĕ шаралăмăра.
Шкул пурăнать пулсан малашне те вĕреннĕ ҫынсем, халăхран тухнă ăстасем пулĕҫ. Вĕсем пирĕн пурнăҫа тата та тулăхрах тума, пиртен лайăхрах ĕҫлеме, вĕренме, пурăнма тăрăщĕҫ.