Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕнче чăваш чĕлхи эрнипе килĕшÿллĕн чăвашсен паллă педагогĕ И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 165 ҫул ҫитнине халалланă «И.Я.Яковлевăн педагогика системинчи этнокультура пултарулăхĕ» темăпа регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ирттерме И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш Патшалăх Педагогика Университечĕ ҫумĕнчи Наукăпа Тĕпчев институтĕнчен институт директорĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Кузнецова Людмила Васильевна профессор ертсе пыракан 10 ҫынран тăракан сумлă делегаци килсе ҫитрĕ. Вĕсене музей директорĕпе пĕрле шкул администрацийĕ, вĕрентекенсемпе шкул ачисем чăвашсен авалтан пыракан ырă йăли-йĕркипе ҫăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕҫ.
Малтанах хаклă хăнасене В.В.Петров музейпа паллаштарчĕ, ун хыҫҫăн вĕсем М.Д.Арестова ертсе пынипе тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем хатĕрленĕ «И.Я.Яковлев шкула килни» сценарипе паллашма пĕртте хирĕҫ пулмарĕҫ.
Асăннă конференци ĕҫне малалла тăсса Владимир Васильевич пухăннисене саламларĕ, Енĕш Нăрваш ял аталанăвĕн историйĕ И.Я.Яковлев ячĕпе тÿрремĕнех ҫыхăнни ҫинчен доклад туса пачĕ. «И.Я.Яковлев ĕҫне малалла тăсакансем – Енĕш Нăрваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă ҫынсем» темăпа калаҫăва чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.П.Шутова малалла тăсрĕ. Истори учителĕ О.Г.Григорьева халăхсем хушшинчи туслă ҫыхăнăва тытса пырас ĕҫре И.Я.Яковлев тÿпи вышкайсăр пысăк пулнине палăртса хăварчĕ, шкул дирекорĕ Г.Ф.Степанова конференцие пухăннисене вăтам шкулăн паянхи ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Институт директорĕ Л.В.Кузнецова музей директорĕпе шкул директорне «ЧГПУ – И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен вуз» видеофильм презентацине парнелерĕ. Унтан институт сотрудникĕсем – педагогика наукисен докторĕ М.Г.Харитонов профессор, педагогика наукисен кандидачĕ Л.Ю.Арества доцент туха калаҫрĕҫ. Конференцие хутшăннă сумлă делегаци йышĕнче Чăваш Патшалăх Культурипе Искусстви Институчĕн проректорĕпе Петров Геннадий Николаевичпа ИХТ кафедрин заведующийĕ филосрфи наукисен кандидачĕ Баскакова Наталья Ивановна тата Туркменири Дашогуз хулинчен килнĕ Атаев Шегельди Рустемович та пулчĕҫ. Юлашкинчен конференцие хутшăннисем 1, 2, 10-11 классенче вĕренекенсем халăх йăли-йĕркипе паллаштаракан сценарисене пăхса савăнчĕҫ.