«Тĕлĕнтермĕш уйĕнче» вăйă

    Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта кашни ҫулах йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхипе литературин эрни иртет. Кăҫал та акă вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуҫласа 26-мĕшĕччен пырать. Тунти кун, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 5-мĕш класра вĕренекенсем «Тĕлĕнтермĕш уйĕнче» вăййа хаваспах хутшăнчĕҫ. Вăййа хутшăнакансене тупмалли юмахсен тупсăмĕсене туптарса суйласа илтĕмĕр. Пĕрремĕш тура хутшăнакансенчен Павлов Виталий ҫĕнтерÿҫĕ пулчĕ, иккĕмĕш турта – Ахметова Екатерина, виҫҫĕмĕшĕнче – Иванов Владимир. Финала тухса Ахметова Екатерина ҫĕнтерÿҫĕ ятне ҫĕнсе илчĕ.