Асăну каҫĕ

     Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тăвайри культура ҫуртĕнче паллă событи – асăну каҫĕ иртрĕ. Ăна Кармалта ҫуралса ÿснĕ, Тăван ҫĕр-шывăн аслă вăрҫинче тăшман амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупласа паттăрлăх кăтартнă Афанасьев Николай Афанасьевича халалланă. Асăну каҫне хамăр республикăри хастар чăвашсемпе пĕрлех республика тулашĕнчи йăхташăмăрсем те хутшăнчĕҫ. Николай Афанасьевăн йăмăкĕн ывăлĕ Дмитрий Максимович, Екатеринбургран килнĕскер, пухăннă хăнасене хăйĕн тăванне манманшăн, ăна хисеплесе чысланăшăн чĕререн тав турĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ. Николай Афанасьвăн паттăрлăхĕ паянхи ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕҫ, унпа эпир тивĕҫлипе мухтанма кирлине аса илтерчĕҫ тухса калаҫакансем. Ун хыҫҫăн пухăннисем залра пысăк концерт курчĕҫ. Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕҫ асăну каҫне.