Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта çар тивĕçне пурнăçласа таврăнакан яшсемпе тĕл пулусем ирттересси йăлана кĕнĕ.
Çак кунсенче Константин Степанов тăван шкулта 7–8 классенче вĕренекенсемпе тата учительсемпе тĕл пулчĕ. Вăл служба вăхăтĕнче Çĕнĕ Ульяновскри десантпа штурм бригадинче пулнă. Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттернĕ Екатеринбургри парада хутшăннă, ятарлă медале тивĕçнĕ. Парад вăхăтĕнче Раççей Президентне Владимир Путина çывăхранах курнă. Енĕш Нăрвашри Степановсем вара çав передачăна телевизорпа пăхнă.
К.Степанов уйрăм командирĕ пулнă, çар службин чылай знакĕсемпе хавхалантарнă ăна, вĕсен шутĕнче çар самолечĕ çинчен çичĕ хут парашютпа сикни çинчен ĕнентерекен свидетельство та пур.
Тĕл пулу вăхăтĕнче вĕренекенсем Константин Юрьевича тĕрлĕ ыйту пачĕç. Сăмахран, хĕсметре чухне мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулни, “дедовщина”, десантниксен кун йĕркипе апат-çимĕçĕ, мĕнле хĕç-пăшалпа персе курни тата ыт.те. Пуринчен ытла десантник пĕрремĕш хут парашютпа сикни, епле майпа парашют уçăлни тата сывлăшра вĕçсе пынă самантпа çĕр çине тĕрĕс перĕнни пирки кăсăкланчĕç. Салтак вĕренекенсене хумхантаракан пур ыйтăва та тарăннăн хуравларĕ, хăй вара çар службипе кăмăллă юлни çинчен пĕлтерчĕ.
Тĕл пулăва шкулта маларах ОБЖ урокĕсем ирттернĕ, десантникăн учителĕ пулнă В.В.Петров йĕркелесе пычĕ. Вăл Константин çак предметпа районти олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсем шутĕнче, спортпа туслă пулни çинчен аса илчĕ.
К.Степанов пĕр çул Тăвай шкулĕнче кадетсен класĕнче вĕреннĕ, çакă та, паллах, ăна десантник пулма хистенĕ пулĕ.
Юлашкинчен хăнапа пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, ăна малашлăхра ăнăçу сунчĕç, час-часах шкула килсе çÿреме ыйтрĕç.
Унтан тĕл пулу ялти историпе мемориал халăх музейне куçрĕ. Уйрăмах К.Степанов “Паттăрлăх” пÿлĕмĕпе интересленсе паллашрĕ, аслă ăрури мухтавлă ентешсен кун-çулне тишкерчĕ. Сăмах май каласан, унăн аслашшĕ Николай Степанович Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, çар службипе Тинĕс-Çар флотĕнче 8 çул пулнă, тĕрлĕ наградăсем илнĕ. Ашшĕ Юрий Николаевич çар тивлетне Хура Тинĕс флотĕнче чыслăн пурнăçланă. Амăшĕ Галина Алексеевна Тăвай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Пулас десантник туслă çемьере воспитани илнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: К.Степанов Кристина йăмăкĕпе (юнашар) пĕрле вĕренекенсем хушшинче.