Ачасене йĕркеллĕ пăхса ÿстерессин приципĕсем
(Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тухса калаҫнинчен)
Пирĕн ачасем - пирĕн савăнăҫ, пирĕн хуйхă- суйхă, пирĕн телей, пирĕн мăнаҫлăх. Эпир шутланă пек ачасем питĕ сайра ÿссе ҫитĕнеҫҫĕ. Ача мĕне те пулин эпир ыйтнă пек тумасть, ăҫта тăр йăнăшать. Эпир вара кăмăлсăр пулатпăр. Сăлтавне ăҫта шырамалла –ха?
Тен, эпир хамăр ачасене начар пĕлнинче: ачан ÿсĕмне, унăн хăйне май уйрăмлăхĕсене пĕлсе тăманнинче? Уйрăмлăхĕсем ачасем ҫитĕнсе пынă май вара улшăнсах пыраҫҫĕ.
Тен, пире тепĕр чухне вĕсене итлесе ăнланма вăхăт, чăтăмлăх ҫеҫ ҫитмест мар-ши? Сăлтавĕсем чылай. Мĕн пур инкек-ҫитменлĕхсен сăлтавĕ ачасемпе калаҫма-хутшăнма пĕлменни. Çакна йышăнма, канаш е пулăшу ыйтма именетпĕр пулмалла эпир. Çапла вара ачисемпе ашшĕ- амăшĕсем хушшинче пĕр-пĕрне ăнланмалăх, хирĕҫÿ аталанать. Çавăн чухне тин хамăр ăҫта йăнăшма пултарни ҫинчен шутлатпăр, урăхла мелпе усă курмалла пулнине ăнланса илетпĕр. Урăхла мелĕ мĕнле пулма пултарать-ха?
Эпĕ сире пурне те пĕрле ҫак ыйту тавра шухăшласа пăхма, ҫемьери хутшăнусен вăрттăнлăхĕсене тишкерсе тухма сĕнесшĕн.
Ачасемпе ҫемьере килĕштерсе пурăнни, паллах, пурте йĕркеллĕ пулни ашшĕ –амăшне канăҫлăх кăна кÿрет.
Вăл манран вăйсăртарах, сахалрах пĕлет, мансăр пурăнма пултараймасть. Апла пулсан эпĕ ăна (вăл итлемесен, хушнине тумасан) ҫиленме те, хушма та, пĕр сăмахпа каласан, хам мĕн тăвас тенине йăлтах тума пултаратăп тесе шутлакансене пурăнма ҫăмăл. Хăйне ҫапла майпа вăл тĕрĕс тăватăп тесе шутлать. Ӳссе ҫитĕннĕскер вăл шутланă пек пулаймасан айăпне айккинче шырать: шкул, общество, юлташсем.
Йывăр, паллах, йĕркеллĕ ҫын пăхса ҫитĕнтересси пĕрре те ҫăмăл мар.
Ахальтен мар ваттисем: «Ашшĕ-амăшĕ ача-пăча пăхса ÿстернĕ вăхăтра вутлă кĕпе тăхăнать», - тенĕ
Юратупа ирĕклĕх ҫинче йĕркеленнĕ ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕ мĕнле ҫаврăнса тухасса та никам та татса калама пултараймасть. Ирĕксĕрех ҫакăн пек шухăш патне пырса тухатăн: ача ăрăва малалла тăсмалли ҫын ҫеҫ мар-ҫке. Ача пурри пĕр-пĕрне юратма, каҫарма, йăнăш тунă пĕр-пĕр ĕҫшĕн ÿкĕнме вĕрентет.
Тĕслĕхрен, 2-3 ҫулхи ачан ҫывăрас килмест. Вăл пĕрне, теприне ыйтса амăшне йăлăхтарсах ҫитерет. «Халех ҫывăрмастăн пулсан , сана…» тесе хыттăн каласа ҫиллессěн пăхсан лăпланать, ҫывăрса каять. Пěчěккисемпе ансатрах. Вěсене пěр-пěр тетте, кěнеке парса лăплантарнине ҫитěнсе ҫитнě ывăл-хěртен каҫару ыйтма тÿр килнипе танлаштараймăн.
Пирěн, ашшě-амăшěсен, ачасемпе пěрле пулма, ларса калаҫма нихăҫан та вăхăт ҫитмест. Ěҫрен таврăнсан та килте тата 7 тěрлě ěҫ кěтсе тăрать 2 ывăннă алла. «Вěсен мěн шухăшě пултăр, вěсемшěн пиҫнě-хуҫнă, мěн ыйтни яланах хатěр», - тесе шутлатпăр эпир. Апла мар иккен. Вěсен те хăйсен шухăшě, хуйхи-суйхи, инкекě те сиксе тухма пултарать кĕтмен-туман ҫĕртен. Вĕсем те кулянаҫҫĕ, ÿкĕнеҫҫĕ. Пирĕн ҫавна вăхăтра сиссе пулăшмалла, ачасен туйăмĕсене сÿнме памалла мар.
Ачасен туйăмĕ еплерех аталанса пырасси ҫемьерен питĕ нумай килет.
Кулленхи хутшăнура ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕрне ăнланманни, пĕр-пĕринпе хирĕҫни час-часах пулкалать. Çаксене ашшĕ-амăшĕ мĕнле йышăннинчен килет ҫемьере ача характерĕ епле аталанса пырасси. Вăл лайăх еннелле улшăнать е япăх еннелле? Çакăнта шкулпа ҫемье пĕр шухăшлă пулмалла.
Ача ашшĕ-амăшне хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе ҫитĕнĕвĕсем ҫинчен каласа кăтарттăр тесен 6 принципа шута илмелле:
· Ачана вăл мĕнле пур ҫапла йышăнни (принятие)
· (признание)
· Ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ (родительская любовь)
· Юрăхлă пулни доступность)
· Яваплăха туйса тăни (ответственность)
· Ашшĕ-амăшĕн сумĕ (авторитет)
Тĕп принципсем шутне ачана вăл мĕнле пур(лайăх-и, начар-и; ырă-и, усал-и; ĕҫчен-и, кахал-и) ҫапла йышăнни кĕрет. Лайăх отметкăшăн, вырăна типтерлĕ пуҫтарнăшăн, каланине итленĕшĕн ҫеҫ юратмалла мар, вăл ҫут тĕнчере пурришĕн юратмалла.
Йышăнни вăл – ачара унăн туйăмĕсене, хăйне-хăй,хăй вăйне шаннине упраса пуласлăхне шанса тăни. Çавăн пек ашшĕ-амăшĕсем ачана пĕчĕк ҫитĕнÿсемшĕнех саламлаҫҫĕ, йывăрлăхсенче пулăшса пыраҫҫĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ачана тÿрех ÿкĕнме , айăпне йышăнма хушиччен малтан пĕрле мĕншĕн ҫапла пулса тухнин сăлтавне ăнланма тăрăшать, малалла ҫавăн пек лару-тăруран епле хăтăлма май пуррине палăртать.
Йĕркеллĕ ача пăхса ҫитĕнтерме ҫирĕп чăтăмлăх кирлĕ. Чăтăмлă пулни ача хăтланкаларăшĕсене куҫ хупса йышăнмалла тенине пĕлтермест, ача хăй йăнăшнине ăнланса илтĕр, ашшĕ-амăшĕ юнашар пĕрле ăна пулăшса пымалла тенине пĕлтерет. Пулăшăвĕ ачана унăн ÿсĕмĕн пур тапхăрĕнче те кирлĕ. Ăна вăл тунă пĕчĕк ĕҫшĕнех мухтаса хавхалантарни лайăхрах, ăслăрах, ырăрах пулма вĕрентет, вĕренÿре ҫитĕнÿсем тума та, ҫемьере, юлташĕсем хушшинче унăн сумне (авторитетне) ÿстерме те пулăшать. Ашшĕ-амăшĕ эрне вĕҫленсен ачан дневникне тĕрĕслени, унăн ҫитĕнĕвĕсемпе ҫитменлĕхĕсене тишкерсе тухни ачана хăй пултарулăхне шанма май парать. Асăннă принципсене тĕпе хурса пурăнакан ҫемьесенче «ҫук», «юрамасть» сăмахсемпе усă курмаҫҫĕ.
Çав сăмахсем ҫемьере ачисемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче хирĕҫтăру (конфликт) аталантарма пултараҫҫĕ. Йĕркеллĕ ҫемьесенче ача ашшĕ-амăшĕ мĕн хушнине пурнăҫланипе пĕрлех хăй те вĕсенчен мĕн те пулин ыйтма пултарать. Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕс хурав пама пĕлмелле.
Хăш-пĕр ҫемьесенче ачасене пур ыйтупа та интересленме чараҫҫĕ. «Сана мĕн тума кирлĕ», «Санăн хальлĕхе пĕлмесен те юрать» теме пăхаҫҫĕ. Ун пек чухне ача хуравне айккинче тупать.Кун пек пулăм, шел пулин те, инкекпе вĕҫленет.
Ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ ачасене йĕркеллĕ пăхса ÿстерес ĕҫре чи пĕлтерĕшли тесе калас килет ман. Анчах унпа та виҫеллĕ усă курма пĕлмелле. Паян кун ашшĕ-амăшĕн ăшшипе юратăвне туймасăр ҫитĕнекен ачасен шăпи ҫинчен нумай калаҫаҫҫĕ, кăтартаҫҫĕ. Психологсем палăртнă тăрăх, ачасем хăйсене юратнине кирек хăш самантра та туйса тăмалла. Ачана кунне сахалтан та 4-5 хутчен ачашламалла, чуп тумалла теҫҫĕ (пирĕн чăвашсен ун пек йăла ҫук). Аслăрах классенче вĕренекенсем вăтанаҫҫĕ, ирĕк памаҫҫĕ теме пултарĕҫ ашшĕ-амăшĕсем. Сăлтавĕ ачара ҫеҫ мар пулĕ. Кĕҫĕнрех классенче вĕреннĕ вăхăтрах вĕсем ашшĕ-амăшĕ ачашланине сахалтарах курса ÿснĕ.
Ачана юратни кăна ҫителĕксĕр, унран вăл мĕн ыйтнине ăна хăвпа тан хурса хирĕҫ ответлеме пĕлни те кирлĕ. Хăйне юратнине туйса тăракан ача кутăнлашса тăмасть. Юрату хуҫаланайман ҫемьере вара ачасем кирлĕ пек аталанаймаҫҫĕ. Ашшĕ-амăшĕсен юратăвĕ ачисенче вĕсен ҫитменлĕхĕсене мар, ачисен тивĕҫлĕхне ( лайăх енĕсене) палăртма пулăшать.
Çакна асра тытмалла: ачасенче асăрханă ҫитменлĕхсене ашшĕ-амăшĕн вĕсенчен тăрăхламасăр, йĕкĕлтемесĕр, мăшкăлламасăр асăрхаттармалла.
Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисен хутшăнăвĕнчи тĕп принципсем шутне юрăхлă пулни те кĕрет. Ку вăл 21-мĕш ĕмĕрти ҫемьесемшĕн чи кирли.
Чылай ҫемьере ачасене пăхса ÿстерес ĕҫри йывăрлăхсене вăхăт ҫитменнипе, укҫа-тенкĕпе ҫыхăнтараҫҫĕ. Ачасен пурнăҫĕпе интересленме, вĕсемпе калаҫма кирек епле пулсан та вăхăтне те тупмалла, вăй-халне те хĕрхенмелле мар. Тăхтаса тăма, кая хăварма юрамасть. «Кая юлсан каю шăтать» тенине асра ҫирĕп тытмалла. Ашшĕ-амăшĕ ачапа калаҫма май тупать пулсан ача хăй ҫемьере кирлĕ ҫын пулнине туять. Çакна ас тăвăр: ачапа пĕрле пулни ăна мораль вуланине е унпа пĕрле урок тумаллине пĕлтермест. Ашшĕ-амăшĕн ачана мĕн канăҫ паманнине вăхăтра асăрхама тата ҫав ыйту ҫине хуравлама пĕлмелле.
Ача хăй хуйхи-суйхине килти ҫынпа мар, айккинче пайлани ашшĕ-амăшĕ унпа интересленменнине, ача шăпи епле пуласси вĕсемшĕн пур-пĕрех пулнине кăтартать. Юратни, ачана вăл мĕнле пур ҫапла йышăнни ăна йĕркеллĕ пулма , яваплăха туйса тăма вĕрентет. Яваплăха туйма мĕн чухлĕ маларах вĕренет, вăл пурнăҫра йĕркеллĕ ҫын пулса ҫитĕнессе ҫавăн чухлĕ шанма улать. Ку енĕпе вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ачисен умĕнчи яваплăха яланах туйса тăмалла. Ачасене мĕн шантарнине пурнăҫламалла, пĕр-пĕр сăлтава пула май килмерĕ пулсан ăнлантарса памалла , каҫару ыйтмалла. Ачасем хăйсене асăрхаттарнине те тĕрĕс хакласа йышăнма пĕлмелле.
Акă ашшĕ киле кашни кунах урă таврăнма шантарать, анчах ÿсĕр килет. Амăшĕ хăй пĕлнине вĕрентме сăмах праать, анчах пурнăҫламасть пулсан - ача вĕсене шанми пулать. Малалла мĕн пуласси каламасăрах паллă тейĕпĕр.
Ашшĕ-амăшне те яваплăха туйса тăмашкăн ҫăмăл мар. Нумай чухне чăтăмлăхĕ те ҫитеймест, йывăрлăхсем те пĕрин хыҫҫăн тепри тупăнсах тăраҫҫĕ. Çапах та ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ ачасене йĕркеллĕ пулма, яваплăха туйса тăма вĕрентнине те самантлăха та манмалла мар. Яваплăха ачасем яланах туйса тăччăр тесен ҫемьере кашнин валлиех ĕҫ пулмалла. Ун пек чухне пĕрин тумалли ĕҫе теприн тума юрамасть.
Ача аллинче ют тете, укҫа курсан та ашшĕ-амăшĕн вĕсем ăҫтан тупăннине ыйтса пĕлмелле, каялла тавăрса пама ыйтмалла. Ача япалине тавăрса панă чух хуҫинчен каҫару ыйттăр, ыйтмасăр илнĕшĕн намăсланма пĕлтĕр.
Тата тепĕр тĕслĕх. Ашшĕ-амăшĕ ача мĕн ыйтнине пĕчĕкренех хирĕҫлемест пулсан , ҫук тесе татса каламасть пулсан ÿссе пынăҫемĕн йывăрлăхсем пĕрин хыҫҫăн тепри тупăнсах пырĕҫ, ачана итлеттерме тата йывăртарах пулĕ. Чи хăрушши – йĕркесĕр ачаран йĕркесĕр ҫын ÿссе ҫитĕнет. Йĕркесĕрри ачине те йĕркесĕр пăхса ÿстерет. Шел пулин те, ачисен пурнăҫĕпе шăпи епле пулассипе интересленмен ашшĕ-амăшĕсем те пур-ха. Вĕсен тимсĕрлĕхĕ инкеклĕ вĕҫленме пултарасси куҫкĕретех.
Ашшĕ-амăшĕсен ачасем мĕн ыйтнине хирĕҫлеме те пĕлмелле тепĕр чух. Ку енĕпе ашшĕпе амăшĕн иккĕшĕн те пĕр шухăшлă пулмалла. Пĕри ирĕк парсан, тепри хирĕҫлесен вара - ? Е тата ашшĕ-амăшĕнчен пĕри ачипе пĕр шухăшлă пулса тепринчен (вăл вăрҫасран, ҫиленесрен шикленсе) мĕн те пулин пытарать пулсан, ачасене хăйсем мĕн тума шутланине пурнăҫлама ирĕк паратпăр, вĕсен умĕнче хамăр авторитета ҫухататпăр, хирĕҫтăру ҫурататпăр.
Паллах, ачасене йĕркеллĕ пăхса ҫитĕнтересси ашшĕ-амăшĕн сумĕнчен те (авторитетĕнчен ) нумай килет. Вĕсем тăванĕсем, ҫынсем, ĕҫри юлташĕсем ҫинчен мĕн шутлани-калаҫни, килте хăйсене еплерех тыткалани, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕрне пулăшни йăлтах ачасен куҫĕ умĕнче пулса иртет. Пурте йĕркеллĕ пулни вара ачисен умĕнче вĕсен сумне ÿстерет, ашшĕ-амăшне хисеплеме вĕрентет. Ашшĕ-амăшĕн ҫемьери авторитечĕ мĕнлине виҫсе пĕлме ҫук, ăна ачисем хăйсене мĕнле тытни, вĕсен сăмахне итленипе итлеменни лайăх кăтартса парать. Пĕр килте ачасем ашшĕ-амăшĕ мĕн хушнине хирĕҫлемесĕрех тăваҫҫĕ, тепринче хирĕҫсе-кутăнлашса – аран-аран, виҫҫĕмĕшĕнче – хăлхана та чикмеҫҫĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ҫемьере чăнах та авторитетлă пулнине ĕнентерекенни вăл - ачисем вĕсене яланах хисеплени. Кун пек кил-йышра аслисене хисеплесси вĕсем кĕҫĕннисенчен вăйлăрах, кирлĕрех ҫынсем пулнипе ҫыхăннă. Çакна ачасем хăйсен куҫĕпе курса ĕненеҫҫĕ. Ашшĕ-амăшĕн сумĕ – ачисем вĕсене яланах тĕрĕссине каланинче, тепĕр чухне ҫав чăнлăх вĕсемшĕн асаплă пулсан та. Пурнăҫра йăнăшмасăр пурăнма май ҫуккине лайăх ăнлантарнă ҫемьесенче кăна ачисем тĕрĕссине (киревсĕр ĕҫ тунă пулсан та) калама пултараҫҫĕ. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕн ачана тÿрех айăплама васкамалла мар, малтан ача тунă киревсĕр ĕҫĕн сăлтавне тупса палăртмалла. Ача ҫине сасса хăпартмасăр, лăпкăн кăна тишкерсе тухмалла, ҫине тăрса ҫирĕппĕн ыйтмалла – ҫакна яланлăхах асра тытмалла.
Каҫарма тата каҫару ыйтма пĕлни те ашшĕ-амăшĕн сумне самай ÿстерет. Эсир ачăрсенчен каҫару ыйтса курнă-и? Килте пĕр-пĕринчен каҫару ыйтнине курса ÿсмен ачаран каҫару ыйтнине кĕтсе илме ҫук.
Тепĕр паллă пулăм – ашшĕ-амăшĕ хăйсене ачисем критиклесрен хăрани. Пурнăҫ улшăнсах пырать. 21 ĕмĕрти ачасем темĕн те пĕлеҫҫĕ,кураҫҫĕ,илтеҫҫĕ (ашшĕ-амăшĕ пĕлменнине те). Хăйсен сумне ҫухатас мар тесен ашшĕ-амăшĕн те ачисенчен кая юлмалла мар, вĕренмелле. Ачасем мĕнле кĕнеке вулаҫҫĕ ( хальхи вăхăтра вулаҫҫĕ-и-ха вĕсем), мĕнле кĕвĕ-ҫемĕ интереслентерет вĕсене, хăш юрă ăстисемпе ушкăнсем тыткăнлаҫҫĕ вĕсен чĕрине – ҫаксене пурне те пĕлсе тăма тăрăшмалла ашшĕ-амăшĕн. Ашшĕ-амăшĕн авторитечĕ, ачисене юратни, вĕсене мĕнле пур ҫапла йышăнни, яваплăха туйса тăни, ачасемшĕн юрăхлă пулни - каялла таврăнакан пулăм. «Ырă туни ырăпа таврăнать, усалли – усалпа», - тенĕ ваттисем.
Ачасене хăратса, кÿрентерсе, хăйсем патне ҫывăха ямасăр, хăйсене мăнна хурса пăхса ҫитĕнтернĕ ҫемьесенче ача ашшĕ-амăшне ҫиленсе , тарăхса пурă-нать, юлашкинчен юратми ҫеҫ мар, курайми те пулма пултарать. Çакăн пек меслетпе ачасене пăхса ÿстерес ĕҫре мĕн чухлĕ сахалтарах усă куратпăр, ватлăх ҫавăн чухлĕ лăпкăрах пулас шанчăк пур. Ман шутпа, пиртен кашниех ҫине тăрса тăрăшсан ачасемпе пĕр-пĕрне ăнланма пултарать. Пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе пурăннине нимĕн те ҫитмест. Ачаран ырă та кăмăллă, тимлĕ ҫын пăхса ҫитĕнтересси йăлтах ашшĕ-амăшĕн чăтăмлăхĕнчен, кирек мĕнле йывăрлăха ҫĕнтерме вĕсем май тупма пултарнинчен килет. Тепĕр чухне ҫавăн пек шутламан-туман ҫĕртен инкек-синкек сиксе тухсан эпир хамăра алла илме пултараймастпăр: тарăхатпăр, ҫиленетпĕр, кайран ҫеҫ мĕн тума май пуррине шухăшлатпăр. Е тата майне-мелне те, мĕн тумаллине те пелейместпĕр. Паян, ушкăнпа пĕрле пуҫтарăннă чух, тĕрлĕрен лару-тăрăва ҫаклансан мĕнле майпа хăтăлмалли ҫинчен калаҫăпăр.
Пĕрремĕшĕ. Чипер куллен шкула ҫÿрекен ача сасартăк шкула каяс килменни ҫинчен пĕлтерет. Кăшт тăрсан хăйĕнчен аслăраххисем ачаран укҫа ыйтни палăрать. Ачана ан хĕнеччĕр тесен укҫине памах тивет. Çакнашкал лару-тăруран эсир мĕнле хăтăлнă пулăттăр?
Иккĕмĕшĕ. Ачаран тăрăхлаҫҫĕ, кÿренмелле ятсем каласа хăртаҫҫĕ класра. Ача шкула ҫÿресшĕн мар . Мĕн тумалла?
Виҫҫĕмĕшĕ. Çывăх ҫыннăрсем сирĕн пата хăнана килесси ҫинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Эсир кил-ҫурта тирпейлеме, апат хатĕрлеме пуҫлатăр. Хăнасем килсе ҫитиччен пур ĕҫе те туса ҫитереймессе сиссе ачăртан пулăшу ыйтатăр. Вăл вара ҫапла хуравлать: «Ман хăнасем мар, хăвах хатĕрлен». Мĕн тунă пулăттăр?
Тăваттăмĕшĕ. Пухуран таврăннă ашшĕ-амăшĕ ачине кун пек пĕлÿпе ниҫта та вĕренме илменни ҫинчен пĕлтерет. «Апла пулсан ĕҫлеме каятăп», - лăпкăн ҫеҫ хуравлать вĕренекен. Сирĕн шухăш?
Пиллĕкмĕшĕ. Ашшĕ-амăшĕ панă укҫапа ачи хăй тахҫанах туянас тенĕ япалана илет. Ашшĕ-амăшне ҫакă килĕшмест, ачине вĕсем тем тепĕр каласа кÿрентереҫҫĕ. Ачи алăкне шаплаттарса хупса килтен тухса каять. Кун пек лару-тăруран эсир мĕнле хăтăлнă пулăттăр-ши?
Улттăмĕшĕ. Хĕрĕр сиртен хаклă кĕпе ыйтать.Сирĕн укҫа ҫук. Мĕн каламалла-ши?
Çиччĕмĕшĕ. Ывăлăр киле палăртнă вăхăтран кая юлса таврăнать. Мĕнле кĕтсе илетĕр?
Саккăрмĕшĕ. Сирĕн хĕр ача шкулта питĕ лайăх вĕренет, анчах килте пĕр ĕҫ те тумасть. Килте ашшĕ-амăшне пулăшма мĕнле вĕрентмелле?
Ашшĕ-амăшĕпе ачисем пĕр-пĕрне ăнланма вĕренсе ҫитсен ҫемьере нихăҫан та хирĕҫÿсем, пĕр-пĕрне кÿрентернĕ самантсем пулмĕҫ. Юлашкинчен сире психологсем ашшĕ-амăшĕсене валли хатĕрленĕ сĕнÿсемпе паллашма сĕнетĕп (сĕнÿсене кашнине валеҫсе памалла).
8-мĕш класс ертÿҫи Шутова З. П.