Пирĕн пултарулăх
Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни вĕçленчĕ. Шкулта вĕренекенсем палăртнă ĕçсене хаваспах хутшăнчĕç. Юлашкинчен эрне вĕçленнине палăртса 5-7 класра вĕренекенсем «Пирĕн пултарулăх» уяв каçне пуçтарăнчĕç. Уява 8 класра вĕренекен Ефимова О., Михайлова А.ертсе пычĕç.Командăсем чăнах та тавçăруллă пулнине тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслерĕç.Уяв вĕçленнĕ май И.Я.Яковлевăн «Халалне» тепĕр хут аса илчĕç, пурте пĕрле харăс тăрса «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юррине» шăрантарчĕç.