Чăваш чĕлхи эрнине халаласа 4 – мĕш класра çурхи уяв иртрĕ. Вĕренекенсем патне хăнана Çуркунне (Ахметова Екатерина) килчĕ. Вăл ачасемпе пĕрле тĕрлĕ вăйăсене хутшăнчĕ. Ачасем çĕр валеçмелле, алă татмалла вылярĕç. Çак вăйăсем вĕсене питĕ килĕшрĕç.
Уяв вĕçĕнче ачасем вăрманти чĕр чунсем мĕнле хĕл каçни çинчен инсценировкăсем лартса пачĕç, пĕрремĕш чечексемпе паллашрĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.