Чăваш чĕлхи эрнине халалласа пуçламăш классенче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. 3 класра «Эпир И. Я. Яковлев мăнукĕсем» ток-шоу пулчĕ. Унта ачасем тĕрлĕ хайлавсем тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсем кăтартрĕç. Ачасем геройсене тĕрлĕ ыйтусем, сĕнÿсем пачĕç, вĕсен тыткаларăшĕсене хакларĕç.
Вĕренекенсем ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, тĕрлĕ лару-тăрура харпăр хăйне йĕркеллĕ тытасси çинчен калаçрĕç, ÿкерчĕксем турĕç.