Енĕш – Нăрвашри вăтам шкулта 7 класра вĕренекенсем 3 ушкăна пайланса « Тĕлĕнтермĕш кăлтăркка» ятпа пултарулăх вăййине хутшăнчĕç. Кашни ушкăн пĕр-пĕрин хыççăн кăлтăркка пăрахса вăйă конкурсне суйларĕ. Кашни конкурса пĕр хутчен кăна суйлама юрать. Конкурса кашни ушкăнах хутшăнать, анчах кăлтăркка ывăтаканни малтан пуçлать. Тĕрĕс хуравшăн пĕр балл илет, йăнăш пулсан – нимĕн те. Енчен те кăлтăркка пăрахаканни хуравлаймасан чи малтан алă çĕкленĕ ушкăн хуравлать, тĕрĕс хуравшăн балл илет. Çапла вĕренекенсем пурĕ 9 конкурсра хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç: «Ытарлă сăмахлăх», «Тупсăмне пĕл», «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?», «Рифмăланă ыйтусем», «Çухалнă йĕркесем», «Йăнăш туп», «Пуçламăшĕ тăрăх», «Ĕненетĕр-и эсир?», «Айван ыйту». Чăваш чĕлхи кунне халалланă вăйă-конкурсра ачасем пурте питĕ маттур пулчĕç, панă ыйтусем çине хăвăрт та тĕрĕс хуравлама тăрăшрĕç. Пуринчен те маттуртараххи вара 2 ушкăн пулчĕ.