Аслă вĕрентекенĕмĕр.

                          (Ю.Мишшин «Шарал» романĕ тăрăх)

11 класра «Аслă вĕрентекенĕмĕр» темăпа уçă урок иртрĕ. Вĕренекенсем Ю.Мишши çырнă «Шарал» ятлă историлле романа тишкерсе тухрĕç. Малтанах шарал сăмахăн пĕлтерĕшĕпе паллашрĕç. Шарал – авалхи чăваш сăмахĕ, ырă ĕçе вĕрентекен тенине пĕлтерет. Чăваш халăхĕшĕн пĕртен-пĕр аслă шарал – И.Я.Яковлев. Малалла вĕренекенсем Чăваш халăх писателĕ Ю.Мишши хăйĕн çĕнĕ романĕнче унăн пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне чăн-чăн художник куçĕпе курса çырнине ĕненчĕç. И.Яковлевăн ачалăхĕпе кĕнеке тăрăх Лукина М., çырулăх йĕркеленĕ тапхăрпа Иванова К.О., Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн инспекторĕ пулса ăçленĕ тапхăрпа Иванова К.В. паллаштарчĕç. Дмитриев Н. Я.Ухсайăн Яковлева халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ. Уорк вĕçĕнче халăха пилленĕ халал йĕркисене тепĕр хут аса илчĕç. Пирĕн унăн халалĕсене яланах асра тытмалла, вара пурнăçра йăнăшсем те сахалтарах пулĕç.