Музейре –экскурсире.

Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать. И.Я.Яковлев çуралнă кун – Чăваш чĕлхи кунĕ (ăна 1992 çултанпа паллă тăваççĕ) 9 класра вĕренекнсем ялти историпе- мемориал музейĕнче пулчĕç. Вĕренекенсем музей директорĕн калаçăвне кăсăклансах итлерĕç. Вăл И.Я. Яковлев тăван ялта шкул уçнин историйĕпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕрĕн 150 çулхи юбилейне Кăнна Кушкинче анлăн паллă тунине  видео фильм пăхса киленчĕç. Хăй вăхăтĕнче шкулти учительсен фольклор коллективĕ те унта хутшăнма тивĕç пулнă.