«Тайма пуç сана, чĕлхем, чунăмри таса хĕлхем» КВН.

5 класра  чăваш чĕлхипе литература эрнине халалласа  «Тайма пуç сана, чĕлхем, чунăмри таса хĕлхем» КВН иртрĕ. Вăййа хутшăнакансем икĕ ушкăна пайланса тăван чĕлхене кам лайăхрах пĕлнине тĕрĕслерĕç. Вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене, чĕлхери асамлă сăмахсене тĕрĕс те хăвăрт шыраса тупма пултарнине палăртма кăмăллă.Ачасем сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă пуянлăха тишкерсе тухрĕç, пĕр ле шухăшласа тĕрĕс хурав шырарĕç. Чăваш сăмахлăхĕнчи йывăр пуплевсене те хăвăрт та тĕрĕс каласа савăнтарчĕç. Конкурс тăршшĕпех тăрăшулăхĕпе , пултарулăхĕпе палăрчĕç вĕренекенсем. Никама та кичем пулмарĕ.