Ялти культура ҫурчě ҫумěнчи вулавăшра А. Тямина ентеш сăвăҫ ял-йышпа тěл пулчě. Çак тěл пулăва 7-мěш класра вěренекенсем те хутшăнма хапăл турěҫ.Автор малтанах хăйěн кун-ҫулěн хăш-пěр саманчěсемпе паллаштарчě. Шăпи ăна таҫта та илсе ҫитернě иккен. 1973 ҫулта ҫемйи Çěпěре куҫса кайнă. Çěнě вырăна хăнăхма ҫăмăл пулман ăна, каялла таврăннă.Тăван ялта вăтам шкул пěтернě хыҫҫăн 1976 - 1981 ҫулсенче ЧПУра аслă пěлÿ илнě.
Сăвăҫăн 3 кěнеке пичетленсе тухнă: «Кăмăл турамě» , «Любовь жива» , «Голоса». Çырасса вăл вырăсла та, чăвашла та ҫырать. Тěл пулăва пухăннисене А. Тямина хăйěн сăввисене вуласа хавхалантарчě, «Уйрăлатăп санпа» сăвви тăрăх кěвěленě юррине пěр ҫавра юрласа та пачě вара. Авторăн ҫепěҫ те лăпкă сасси тěл пулăва пухăннисен пурин кăмăлне те тыткăнларě.