Çěр-шыв хÿтěлевҫисен кунě ҫитсе пынă май 11-мěш класра вěренекенсемшěн «Салтак шăпи» ятпа уҫă урок иртрě. Вěренекенсем урокра салтакăн тěрлě тапхăрти шăпипе паллашрěҫ. Уйрăмах Тăван ҫěр-шывăн аслă вăрҫи ҫулěсенчи пурнăҫне хăйсем вěреннě сăнарсем урлă тишкерчěҫ. А. Артемьевăн «Симěс ылтăнěнчи» Валентин Актаев, «Салампийěнчи» Валерий Семенов, Н. Терентьвăн «Пушар лашинчи» Якку сăнарěсене тишкернě хыҫҫăн хăйсен ентешěсене те ҫавнашкал шăпа тивнине Дмитриев Н. хатěренě презентаципе паллашса ҫирěплетсе хăварчěҫ. Тăнăҫ пурнăҫра та салтакăн хăйěн тивěҫне пурнăҫласа вут-ҫулăм витěр тухма пÿрнине вара ентеш воин-интернационалистсен списокěпе паллашни ҫирěплетрě. Урок паянхи ăру та салтак тивěҫне пурнăҫлама, кирлě пулсан Тăван ҫěр-шыва хÿтěлеме яланах хатěр пулнине ҫирěплетсе Николаев К. Р.Сарпи ҫырнă «Манăн ăру» сăввине вуланипе вěҫленчě.