Ентешсемпе мухтанатпăр

       

        Енěш – Нăрвашри вăтам шкулта ҫарпа патриотизм темипе ирттерекен уйăхлăх пырать. Çак уйăхлăхра вěренекенсем   тěрлěрен мероприятисене хаваспах хутшăнаҫҫě. Паян 7-мěш класра вěренекенсем ялти историпе мемориал музейěнче пулчěҫ. Музей директорě Петров В. В. вěсене Сталинградшăн пынă хаяр ҫапăҫусене хутшăннă ентешсен кун – ҫулěпе паллаштарчě. «Пирěн ентешсем – воин – интернационалистсем» стенд умěнчи калаҫу та питě интереслě пулчě вěренекенсемшěн.