Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе пуçламăш классенче пысăк уяв иртрĕ

Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе пуçламăш классенче пысăк уяв иртрĕ. Ăна 3 класс ертӳçи Лазарева А. А, уçрĕ. Вăл вĕренекенсене И. Я. Яковлевăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, чăваш халăхĕн улăпĕн хайлавĕсем тăрăх викторина ирттерчĕ, ӳкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Юлашкинчен ачасем И. Я. Яковлев хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсцинировкăсем кăтартрĕç. Уяв хаваслă иртрĕ.

 

фоторепортаж