Уçă урок

Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май шкулта 6 класра «И.Я.Яковлев тата чăваш çыравçисем» темăпа уçă урок иртрĕ. Вĕренекенсем унта И.Я.Яковлев пурнаçĕпе паллашрĕç, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çыравçăсемпе тĕл пулчĕç. 10 класра вĕренекенсем – Лукина Мария – М.Трубина, Дмитриев Никита – Н. Охотников, Николаев Константин – К.Иванов ролĕнче пулса улттăмĕшсене хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Юлашкинчен Югина Яна, Иванова Кристина В., Иванова Кристина О. И.Я. Яковлевăн «Халалне» вуларĕç. Урок пурне те килĕшрĕ.