Чǎваш чěлхи кунне халалланǎ конкурс.

      Шкулта 5-7 классем хушшинче конкурс иртрĕ. Вĕсем пĕр- пĕринпе юрǎ юрласа, сǎвǎ каласа, сценка лартса ǎмǎртрěç. Кашни класс пěр- пěр чǎваш апат- çимěçěпе. Ǎна епле хатěрленипе паллаштарчě. Тǎван чěлхене кам  лайǎхрах пěлнине те тěрěслерěç вěренекенсем.

Степанова Кристина, Лукина Арина, Спиридонова Олеся хǎйсем çырнǎ сǎввисене вуласа куракансене савǎнтарчěç. Ăмǎртура 6 класра вěренекенсем маттуртарах пулчěç.

8 классем И.Я.Яковлев çуралнǎ куна халалласа унǎн пурнǎçěпе ěçě –хěлě çинчен каласа пачěç.