Тěп хулара экскурсире

Планпа палǎртнǎ тǎрǎх чǎваш чěлхипе литература эрнинче Шупашкара çитсе куртǎмǎр. Малтанах И.Я.Яковлев палǎкě умěнче пултǎмǎр. Унтан Чǎваш наци библиотекинче тěрлě уйрǎмсенче пултǎмǎр. Кунта хамǎра  валли вěренмелли тата тěлěнмелли чылай япала куртǎмǎр. Шупашкарǎн хитре урамěсемпе килентěмěр, Мухтав монуменчě патне те çитсе килтěмěр. Чи асра юлни вара Чǎваш академии драма театрěнче «Укçа чул кастарать» постановка курни. Артисчěсем çав тери маттур, сǎнарсене чǎн пурнǎçри пек калǎплаççě. Пире экскурси питě килěшрě.

Фоторепортаж