Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе

Ака уйăхĕн 19 – 26 - мĕш кунĕсенче шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Çак эрнере пуçламăш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç, ÿкерчĕксем турĕç, инсценировкăсем лартма хатĕрленчĕç. 5 класра «Эп чăваш ачи» темăпа КВН иртрĕ. 6 класра «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» вăйă – конкурс пулчĕ. 9 класра вĕренекенсем «И.Я.Яковлев ачалăхĕпе çамрăклăхĕ» презентации хатĕрлерĕç.

   Эрнене пĕтĕмлетсе шкулта пысăк уяв пулчĕ. Уявра 7 – 8  классем тăван чĕлхе çинчен çырнă сăвăсене вуласа савăнтарчĕç. 6 класс ачисем «Улăп чĕреллĕ çын» литературăпа музыка композицийĕпе паллаштарчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсене хаваспах выляса кăтартрĕç. Чăваш чĕлхи эрнине Шутова З.П., Степанова Г.Ф., Ванерке Л.К. учительсем йĕркелесе ирттерчĕç.